Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑҫалхипе — 68-мӗш хут

Иртнӗ шӑмат кун Шупашкарти «Спартак» спорт комплексӗ «Советская Чувашия» хаҫат пуҫарӑвӗпе иртекен ҫӑмӑл атлетсен 68-мӗш эстафетине хутшӑнакансене ӑш-пиллӗн йышӑнчӗ. Унӑн пӗрремӗш старчӗ шӑпах 74 ҫул каялла, 1932 ҫулта Лос-Анджелесра ирттернӗ Олимпиадӑпа хавхаланнӑ чӑваш спортсменӗсем «Чӑваш коммуни» /паянхи «Хыпар»/ тата «Красная Чувашия» /хальхи — «Советская Чувашия»/ хаҫатсен призӗсемшӗн ятарлӑ ӑмӑрту йӗркеленӗ. Шел, каярахпа чӑвашла тухакан хаҫат унта урӑх хутшӑнман. Виҫӗ организацирен килнӗ 31 арҫынпа 7 хӗрарӑм кӗрешӗве тухнӑ ун чухне. Тепӗр икӗ ҫултан ҫак тупӑшӑва эстафета евӗр ирттерме пуҫланӑ. Улшӑну сахал мар пулнӑ унтанпа унӑн историйӗнче: 74 ҫул хушшинче хула шайӗнчи тупӑшу республика пӗл-терӗшлӗ пулса тӑнӑ, дистанцисем урӑхланнӑ, ӑмӑртӑва тухакан коллективсен, вӗсенчи спортсменсен йышӗ ҫулсерен ӳснӗ, анчах массӑллӑ чупун тӗллевӗ яланхилле пӗр пулнӑ — хӑйсен сывлӑхӗшӗн, сывӑ пурнӑҫ йӗрки кашни ӑрушӑн малашлӑха утмалли такӑр ҫул пултӑр тесе тӑрӑшакансемшӗн ирттерекен спортпа сывлӑх уявӗ. Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут тӑван халӑхӑмӑрӑн паттӑр ывӑлӗ — сумлӑ Андриянӑмӑр ячӗпе иртрӗ вӑл. Хӑйсен манӑҫми ӗҫтешне ялан асра тытса тата эстафетӑна хутшӑнакансене ҫивӗч тупӑшура ҫӗнтерсе мала тухма ӑнӑҫу, ӑнтӑлу сунса В.Савиных, Н.Бударин, В.Коваленок космонавт летчиксемпе «Энергия» РКК космонавчӗ К.Казеев телеграмма янӑ. Ҫавӑн пекех ырӑ сӑмахсемлӗ телеграмма пирӗн паллӑ хоккеистран тата РФ Патшалӑх Думин депутатӗнчен В.Третьякран ҫитнӗ.

«Спартак» стадиона тупӑшма тата курма пынисене Чӑваш Республикин Президенчӗ Н.Федоров, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ М.Михайловский, физкультурӑпа спорт тата туризм министрӗ В.Краснов, Олимп чемпионкисем Е.Николаевӑпа В.Егорова, хула мэрӗ Н.Емельянов тата ытти официаллӑ ҫынсем сывлӑх кунӗпе саламланӑ, пур енлӗ сывӑ ҫын кӑна хӑйӗн ҫутӑ ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртме пултарассине палӑртнӑ.

Ӑмӑртӑва 3 пине яхӑн спортсмен хутшӑннӑ. Эстафетӑри «Район-хула тата ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен команди», «Спортпа туслӑ ҫемье», «Спорт ветеранӗсем», «Тӗп шкулсем», «Вӑтам пӗлӳ паракан шкулсем», «Професси училищисем», «Вӑтам вӗренӳ заведенийӗсем», «Хӗрарӑмсен...» тата «Арҫынсен командисем», «Яллӑ районсен пӗрлештернӗ командисем» тата тепӗр пилӗк номинаципе ҫӗнтернисене «Советская Чувашия» хаҫат тата спонсорсем кӳнӗ парнесемпе чысланӑ. Чӑваш Республикин Физкультурӑпа спорт тата туризм министерстви, сӑмахран, «Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӑн команди» ушкӑнра кӑҫал тӑваттӑмӗш хут пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна Ял хуҫалӑх министерстви йышӑннӑ.

Юрий ЛИСТОПАД.
«Хыпар», 2006, авӑн, 26


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-18 10:24:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2264 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем